Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Атнар ялӗнче халь Вӑрман урамне чӑрмавсӑрах ҫитме пулать. Унта юханшыв урлӑ каҫмашкӑн каҫӑ тунӑ. Ку ӗҫе Валентин Морозов, Александр Мадебейкин, Николай Абрамов тата Михаил Абаськин тытнӑ та тунӑ. Ҫапла, ял ҫыннисем ҫакнашкал пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Улатӑр округӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакансем масар ҫинче тирпейленӗ – унти йывӑҫ-тӗме каснӑ. Чылай ҫӗрте халӗ йывӑҫ-курӑк хӑй тӗллӗн шӑтса тухать. Атрать ялӗнче пурӑнакансем вара масар ҫинчисене тасатма шутланӑ. Ҫула тасатнӑ хыҫҫӑн унпа ҫӑмӑл автомобильсем кӑна мар, ытти транспорт та кайма пултарать. Трактора «Сӑрҫи» ГПЗ тата ялти Александр Россейкин, Андрей Липатов уйӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Канаш округӗнчи Янкӑлч ялӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри шыв» акци иртнӗ. Унта Янкӑлчри шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем таврара йӑваланакан ҫӳп-ҫапа михӗсене пуҫтарнӑ. Уйӑрса панӑ территорие вӗсем йӑлтах тасатнӑ. Пӗтӗмпе виҫӗ михӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тахҫан тунӑ ҫӑлкуҫа ҫӗнетнӗ. Ку ӗҫе ялти хастар ҫынсем хутшӑннӑ. «Пирӗн ҫӑлкуҫсем, Ҫӗр айӗнчен тухса тӑраканскерсем, нихӑҫан та тапма чарӑнман. Ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫе хутшӑннӑ хастар ҫынсене пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Эпир пӗрле – вӑй!» - савӑнӑҫлӑн пӗлтернӗ мӑштавӑшсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() komandirovka.ru сайтри сӑн Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗччен Краснаормейски округӗнчи Пшонкӑ ялӗнчи пӗве хӗрринче пляж вырӑнӗ пулмалла. Округ администрацийӗ ҫак тӗллевпе 6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн хӑйӑрлӑ пляж, пластик понтон тумалла, тӗрлӗ ӳсӗмри ачасене шыва кӗмешкӗн вырӑнсем уйӑрмалла. Ҫавӑн пекех пляж кабини, информаци паллисем пулӗҫ. Понтон 50 метр тӑршшӗ, 60 метр сарлакӑш пулӗ. Ӑна сивве чӑтакан материалтан тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи клуба ҫӗнетсе пӗтренпепе пӗрех. Округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакансем питех те хастар тесе каланӑ май вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑннине, тӗрленине, ҫыхнине, юрлама ӑста пулнине пӗлтернӗ. Кӗмӗл волонтёрсен отрячӗ те пур-мӗн. Ялта 400 ытла ҫын пурӑнать. Ялти клуб вӗсене питех те кирлӗ. Кивӗ ҫурт юрӑхсӑра тухнӑ, туалет та урамра-мӗн. Малашне те йӑлитах урӑхла пулӗ. Ҫӗнӗ ҫурт авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче клуба юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна «Тӑван ен культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Мӑкӑр ялӗнче ҫӗнетнӗ клуб питӗ кирлӗ. Унта 400 ытла ҫын пурӑнать. Кивӗ ҫурт тахҫанах ӗнтӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Нушапа та урама кайма тивнӗ. Халӗ йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ. Ҫӗнӗ клуба аван уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Унӑн фасачӗ кӑна мар, шалти те улшӑнӗ. Сценӑсӑр, 100 вырӑнлӑ залсӑр пуҫне библиотека, музей пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Улатӑр округӗнчи Злобино ялне ҫитмешкӗн пӗртен-пӗр кӗпер кӑна пур. Вӑл та пулин хавшак, кивелнӗ. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Алатырь» ушкӑнра ҫырнӑ. Кӗпер тӗревне шыв та ҫисе кайнӑ. Ун тӑрӑх вара йывӑр техника та каҫса ҫӳрет. Кӗпер ишӗлсе ансан машинӑсем урӑх ниҫтан та кӗрсе ҫӳреймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Чатукассинче «Тунти пуххи» иртнӗ. Унти ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйсен картишне йӗркеленӗ, пултарулӑхне кӑртартнӑ. Вӗсене жюри хакланӑ. Шкул стадионӗнче вара ӑмӑртусем иртнӗ: шашкӑлла, футболла, волейболла вылянӑ, вӗрен туртнӑ. Кашни командӑнах медальпе, пылак парнепе хавхалантарнӑ. Чи пултаруллӑ ял ятне Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ илнӗ, вӑл кубока тивӗҫнӗ. Спорт кубокӗ вара Чатукассине лекнӗ. Сцена ҫинче вара концерт пулнӑ. Унта вырӑнти «Телей» ансамбль тата Ҫӗрпӳ округӗнчи Патӑрьел ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ юрласа ташланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче пурӑнакансем ҫӑлкуҫа паллӑ офтальмологӑн Святослав Федоровӑн ятне панӑ. «Эсир ҫӑлкуҫа манӑн аттен ячӗпе халалланӑшӑн питӗ савӑнатӑп. Ку питӗ тӗрӗс йышӑну. Пӗрремӗшӗнчен, атте хӑйӗн ӗҫне Шупашкарта пуҫланӑ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл ҫутҫанталӑка питӗ юратнӑ: уй-хирпе, вӑрмансемпе, кӳлӗсемпе, юханшывсемпе киленнӗ», - тенӗ паллӑ офтальмологӑн хӗрӗ Ирина Федорова. Сӑмах май, округри ҫынсен пуҫарӑвӗпе ку уйӑхра 50 ытла ҫӑлкуҫа тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |